Ял пурнӑҫӗ
![]() Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун ҫывхарнӑ май ялсенче те тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ. Ҫак уява паллӑ тума 1949 ҫулта йышӑннӑ. Пӗрремӗш хут ӑна 1950 ҫулта паллӑ тунӑ. Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпара пурӑнакансем те ӑна ҫак кунсенче пӗчӗк ачасемпе паллӑ тунӑ. Ача пахчи, шкул, ял вулавӑшӗ клубра «Ачасем ырӑ кулӑпа ҫиҫеҫҫӗ» уяв йӗркеленӗ. Мероприяти ялти клуб умӗнче иртнӗ. Унта пысӑк концерт иртнӗ, кашниех юрӑ шӑрантарма пултарнӑ. Шапӑрансем чӑвашсен илемлӗ тумне тӑхӑннӑ. Ачасене Алиса тилӗ тата Базилио кушак ӑҫи савӑнтарнӑ. Вӗсем пӗчӗкскерсемпе вылянӑ, тупмалли юмахсем панӑ, вӑйӑ картине тӑнӑ, сӑвӑннӑ… Уявра ачасен куҫӗсем телейпе ҫиҫнӗ. Уяв вӗҫленсен Лаш Таяпари чиркӳ настоятелӗ Силуан иероманах ачасене кучченеҫсемпе хӑналанӑ. Сӑнсем (17) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Етӗрне районӗнчи Качикасси ялӗнче пурӑнакансем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пулнӑ ентешӗсене ӗмӗр упраҫҫӗ. Вӗсем ҫак тӗллевпех ялти пӗр урамра асӑну палӑкӗ уҫнӑ. Кунашкалли кӳршӗ ял тӑрӑхӗнче пуррине палартаҫҫӗ вӗсем. Анчах унта фронта кайнисен ячӗсем пурин те ҫук-мӗн. Качикасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Сергей Смирнов ҫакна тӳрлетме шухӑшланӑ. Никамӑн ятне те манса хӑварасшӑн пулман, вӑл чылай тӑрӑшнӑ. Сергей Смирнов каланӑ тӑрӑх, ял тӑрӑхӗнчи тӗп вулавӑшра вӑл нумай ларнӑ. «Астӑвӑм» кӗнекере те вӑл темиҫе ят тупнӑ. Ялта та аслисем чылай калаҫнӑ. Ҫапла майпа Сергей Смирнов ҫапӑҫу хирӗнче 24 ҫын юлнине палӑртнӑ. Асӑну палӑкӗ ҫине фронтран таврӑннисен, ун хыҫҫӑн вилнисен ячӗсене те кӗртнӗ. Пӗтӗмпе 56 ят ҫырнӑ. Сергей Смирнов палӑк тӑвас ӗҫе ял халӑхӗ те хастар хутшӑннине палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ районӗнчи Славашра ял уявне паллӑ тунӑ. Ирхине ҫумар пӗрӗхнӗ пулсан та славашсен кӑмӑлӗ пӑсӑлман. Ара, пурте пӗрле пухӑнсан мӗншӗн кӑмала хуҫас? Малтанах славашсене Йӗкӗрвар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владислав Семенов саламланӑ, ырлах-сывлӑх суннӑ. Ҫавӑн пекех ял халӑхне вырӑнти Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Людмила Федорова, клуб методисчӗ Татьяна Михайлова ырӑ суннӑ. Юлия Георгиевӑн алӗҫӗсене хакланӑ, ӑна сувенирпа чысланӑ. Унӑн хунямӑшӗ вара уяв валли тутлӑ апат пӗҫернӗ. Культура ӗҫченӗсем хӑнасемпе ентешӗсене концертпа савӑнтарнӑ: юрӑ шӑрантарнӑ, ташланӑ, спектакль сценкисем лартнӑ. Унтан уяв сӗтел хушшинче тӑсӑлнӑ. Унта кашниех ял ҫыннисем пӗҫернӗ апата тутанма пултарнӑ. Сӑнсем (10) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Канаш районӗнчи Ачча ялӗнчи вулавӑш ӗҫченӗ Л.В.Пантелеймонова кӗҫӗн класра вӗренекенсене сирене халалланӑ уяв ирттерме чӗннӗ. Сирене мӗншӗн Ҫӗнтерӳ чечекӗ теҫҫӗ? Вӑл мӗнпе усӑллӑ? Ҫак тӗмме мӗншӗн сирень тенӗ? Ҫак тата ытти ыйтӑва вулавӑш ӗҫченӗ хуравланӑ, ачасене тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Л.В.Пантелеймонова ачасене 1945 ҫулта совет ҫыннисем ҫӗнтерӳпе таврӑнакан салтаксен пуйӑсне сиреньпе пенине каласа кӑтартнӑ. Тата унчченхи ҫынсем каланӑ тӑрӑх, 1945 ҫулта ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа Ҫӗнтерӳ парачӗчченех (ҫӗртмен 24-мӗшӗ) Мускавра сирень шӑрши тӑнӑ. Ҫак шӑршӑ ҫапла Ҫӗнтерӳпе ҫыхӑннӑ. Вулавӑш ӗҫченӗ сиренӗн чечекӗ, ҫулҫи, вуллин хуппи, папки усӑллӑ пулнине каласа кӑтартнӑ. Вӑл ӑна мӗнле пухмаллине, епле упрамаллине ӑнлантарнӑ. Ҫавӑн пекех ачасем сиреньрен мороженӑй, сироп, варени, салат тунине пӗлнӗ. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Василий Шикарев музее парнеленӗ арманпа Пӗтӗм тӗнчери музейсен кунӗнче Куславкка районӗнчи Энтри Пасар ялӗнчи вулавӑшра хӑйне евӗр акци иртнӗ. Ҫак кун ял халӑхӗ вырӑнти музее тӗрлӗ япала парнелеме пултарнӑ. Аялти Улмалуй ялӗнче пурӑнакан Василий Никитич Шикарев мезее алӑпа авӑртмалли арман парнеленӗ. Вӑл унӑн амӑшӗн Мария Ивановнӑн пулнӑ. Ӗлӗк кунашкал хатӗр кашни килтех пулнӑ. Унпа ытларах чухне тырӑ авӑртнӑ. Кун пек арман икӗ пайран тӑрать. Ӑна хурӑнран, хӑш чухне юманран, вӗренерен хатӗрлеҫҫӗ, сийне металл пластинӑсем ҫапаҫҫӗ. Унпа тырра темиҫе хут авӑртса ҫӑнӑх та тума пулать. Василий Никитич ачасем ӗлӗкхи япаласемпе ҫитӗнекен ӑру паллаштӑр тесе ӑна музее парнеленӗ. Энтри Пасар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Скворцова вара музее стерилизатор, кантӑк шприцсем, йӗпсем йӑтса килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче ҫынсем аптӑранӑ. Шыв ҫук-мӗн вӗсен. Эрнене яхӑн ҫапла асапланаҫҫӗ вӗсем. Ҫынсен мӗн тумалла? Шыва ялти пульницӑран е урамри колонкӑран илме тивет-мӗн. Ишлейри Ленин тата Санатори урамӗсенче, ҫынсен харпӑр тата нумай хваттерлӗ ҫуртӗнче, шыв ҫук-мӗн. Шупашкар районӗн администрацийӗ шыв кӗҫех пуласса шантараҫҫӗ. Лилия Морозова шывсӑр ни ҫӑвӑнма, ни япала ҫума ҫуккине пӗлтерет. Унччен ырӑ мар шӑршлӑ, тутӑхнӑ шыв юхнӑ-мӗн. Апат пӗҫерес тесен лавкка хыҫӗнчи колонкӑна утма тивнӗ. Шупашкар районӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, эрнене яхӑн каялла насос ҫунса кайнӑ. Ӑна кӗҫех улӑштармалла-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Етӗрне районӗнчи Мӑн Чураш ялӗнче пурӑнакансем тӗп урамра ҫул ҫук тесе тележурналистсене чӗнсе илнӗ. Ҫурхи-кӗрхи кунсенче ун пек асапланакансем татах та пур та ӗнтӗ, мӑн чурашсем хӑйсен ыйтӑвне тата пысӑкрахӑн кураҫҫӗ-тӗр ҫав... Ҫав ялта ҫур ӗмӗр ытла пурӑнакан Любовь Федорова вӗсен ҫул нихӑҫан та пулманнине палӑртнӑ май урама ҫулал кӑна кӗрсе тухма май пурри пирки пӗлтернӗ. Пылчӑкра ял ҫыннисем резина атӑпа утнишӗн вӑл хытах пӑшӑрханать иккен. Ҫамрӑк мар ҫав хӗрарӑмӑн пӗчӗк ачасене урапана лартса уҫӑлса ҫӳреме май ҫуккишӗн те чунӗ ыратать-мӗн. Сӗт пуҫтарма килекен машина патне ҫитме йывӑр-мӗн. Машина урам вӗҫне ларать имӗш те ҫынсен 25 литр кӗрекен бидонсене пӗр ҫухрӑма яхӑн йӑтса утма тивет иккен. Халӗ машина кӗреет-мӗн-ха, анчах кӗркуннепе ҫуркунне йӑтмах лекет. Ҫынсем вырӑнти тӳре-шара вӗсен урамне пӗр 15 ҫул каялла ҫул туса парас шухӑша асӑннине те манмаҫҫӗ. «Анчах лавӗ вырӑнтан хускалман», — теҫҫӗ иккен вӗсем. Паян проектпа смета хучӗсене хатӗрлеме кӑна 600 пин тенкӗ кирлӗ имӗш. Ҫул ҫуккипех урам тата ял пӗтсе пырать имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫыхӑну отраслӗнче ӗҫлекенсем ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче хӑйсен професси уявне паллӑ турӗҫ. Ун чухне вӗсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та саламланӑччӗ. Патӑрьел районӗнчи Алманчӑри ял тӑрӑхӗ вырӑнти ҫыхӑну уйрӑмӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Мария Аляшкина «Ҫыхӑну маҫтӑрӗ» ята тивӗҫни пирки халӗ хавасланса пӗлтерет. Хушӑва ҫӗршывӑн Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче кӑларнӑ. Ырӑ хыпара илтнӗ хыҫҫӑн Аляшкинӑна вырӑнти ял тӑрӑхӗ те саламланине пӗлтерет. Мария Кузьминична ҫыхӑну уйрӑмӗнче 1994 ҫултанпа тӑрӑшать иккен. Тивӗҫе таса чунпа, парӑнса пурнӑҫланӑшӑн ӑна темиҫе хутчен те тӗрлӗ Хисеп хучӗпе, Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Вӑл ертсе пыракан ҫыхӑну уйрӑмӗ 2012 ҫулта чи лайӑх ҫыхӑну уйрӑмӗ ята та тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Етӗрне районӗнчи Андрей Михайлович Иванов ертсе пыракан Кӑкшӑмри шкул коллективӗ вӗренекенсен патриотизм туйӑмне ҫирӗплетес енӗпе чылай тӑрӑшать. Шкулта вырӑнти колхоз тата шкул историне халалланӑ музей пур. Ун ӗҫне шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Людмила Александрова йӗркелесе ертсе пырать. Шкул колективӗ Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗн тата «Заветы Ильича» колхоз администраципе туслӑ ҫыхӑну тытать. Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн шкул территорийӗнче вырнаҫнӑ чӑрӑш умне асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Ку чӑрӑша 1967 ҫулхи Ҫӗнтерӳ кунӗнче шкул ачисемпе вӑрҫӑ ветеранӗсем малтанхи обелиск вырӑнне лартнӑ. Ҫӗнӗ Культура ҫуртне хута ярсан ун умне палӑкне те ҫӗнӗрен ҫӗклесе лартнӑ. Шкул директорӗ А.М. Иванов вӗренекенсене чӑрӑш историйӗпе паллаштарчӗ, ӑна упрама чӗнсе каларӗ. Шкулти учительсем тата вӗренекенсем пурте «Вилӗмсӗр полк» акцине хастар хутшӑнчӗҫ. Кашниех вӑрҫа хутшӑннӑ хӑйӗн тӑванӗн сӑнӳкерчӗкне йӑтса ял урамӗ тӑрӑх палӑк патне ҫывхарчӗҫ, ҫула май вӗсем ҫумне таврари ял халӑхӗ хутшӑнчӗ. Хӑшӗ-пӗрин аллинче темиҫе сӑн. Митинг хыҫҫӑн мӗнпур сӑнӳкерчӗкрен альбом йӗркелесе шкул музейне вырнаҫтарӗҫ. |
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ытти чылай ҫӗрти пекех Шупашкар районӗнчи Ойкассинче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пyҫ хунӑ салтаксене асӑнса палӑк уҫӑлнӑ. Ӑна паллӑ чӑваш скульпторӗ, ЧНК Ваттисен Канашӗн ертӳҫин ҫyмӗ Федор Мадуров ӑсталанӑ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Федор Мадуров ҫакнашкал парнене чун ыйтнипе, чӗре хушнипе ӑсталанӑ тесе пӗлтернӗ Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби. Лапсар ял тӑрӑхӗнчи Ойкассинче пypӗ 37 кил кӑна пулсан та вӑрҫа xӗpӗx пиллӗкӗн тухса кайнӑ, 22-шӗ унтах выртса юлнӑ. Bӑpҫӑ суранӗ ял ҫыннисен чӗрисенче халӗ те амаланать. Ефросиния Иванова, акӑ, ашшӗне вӑрҫа ӑсатнине хальхи пек астӑвать. Ҫӗнӗ палӑк ҫинче унӑн хушаматне курсан куҫҫулленмесӗр чӑтайман вӑл. Паттӑр салтаксене асӑнса лартнӑ палӑка ӑсталанӑ ҫӗрте ял хастарӗсем те вӑй хунӑ. Ял тӑрӑхне хӑй вӑхӑтӗнче ертсе пынӑ, халӗ тивӗҫлӗ канури Евгений Афанасьев ҫaк пархатарлӑ ӗҫe ертсе пыраканӗ пулнӑ. Палӑк уҫнӑ ҫӗpe Уйкас-Ҫӗнъяла Чӑваш наци конгресӗн Ваттисен Канашӗн председателӗ Василий Шадриков пырса ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |